Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ
Чăваш чĕлхипе литература кафедри


Нурлат çыравçисем




Ĕçе пурнăçлаканĕ:

Терентьева Галина Владимировна

Тутар Республикинчи Нурлат районĕнчи

Якуркелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан

вăтам шкул вĕрентекенĕ



Консультант:

Иванова Надежда Григорьевна,

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ



Нурлат çыравçисем

( 9 –мĕш класра суйласа вĕренмелли курс программи)

Г.В. Терентьева, Якуркелĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Ăнлантару çырăвĕ




    Пирĕн тăрăхра пурăнакан халăхăн чаплă та мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ чăваш ятне чăннипех тĕнче шайне çĕкленĕ.Ÿссе пыракан ăрăва хăйĕн халăхĕн паллă çыннисемпе паллаштарасси, ачасен мăнаçлăх туйăмне çĕклесси, тавра курăмне аталантарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ.

    Вĕрентекен хальхи вăхăтра, ячасен ăс-тăн аталанăвĕн шайĕ ÿссе пынă тапхăрта, çĕнĕрен те çĕнĕ мелсемпе формăсем шырать. Паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерес тесе суйлавлă курс программи çыртăм. Элективлă курс ирттернĕ чух вĕрентекен хăйĕн ĕçĕ çине творчествăллă пăхни, çĕнĕлĕх патне ăнтăлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак программа ачасене хатĕр пĕлÿ кăна памасть, хăйсене те шырав çулĕпе утма хăнăхтарать.


Курс тĕллевĕсем:


     •     Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕпе мăнаçланма хăнăхтарасси;

     •     Паллă çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси;

     •     Тăван халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе кăсăкланма хавхалантарасси.


Курс задачисем:


     •     Тутар Республикин Нурлат районĕнче çуралса ÿснĕ çыравçăсен списокне пухса системăласси;

     •     Нурлат çыравçисем çинчен литература шыраса тупса тишкересси;

     •     Çыравçăсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса ачасене вĕсем çинчен ачасене пĕлтаресси; вĕренекенсен тавра курăмне анлăлатасси.


Вĕрентÿ формисем:


    - лекцисем итлесси, конспектласси;

    - лекцисен планне тăвасси;

    - тематикăлла калаçусем ирттересси;

    - интереслĕ тĕл пулусем йĕркелесси;

    - презентаци хÿтĕлесси.


Вĕрентÿ технологийĕ:


    - шырав технологийĕ;

    - модульлĕ технологи;

    - инновациллĕ технологи;

    - вăйă технологийĕ;

    - компьютер технологийĕ;

    - интерактивлă технологи.


Тĕрĕслев формисем:


    - тест ирттересси;

    - викторина;

    - сăвă калакансен, чи лайăх ĕçсен конкурсĕсене йĕркелесе; - тĕпчев ĕçĕсем (доклад, пĕлтерÿ) патне тунă презентацисен пахалăхне хакласа çĕнтерÿçĕсене палăртасси.


Ĕç мелĕсем:


    - ушкăнпа;

    - мăшăрпа;

    - уйрăмшарăн;

    - пурте пĕрле



ПРОГРАММА СОДЕРЖАНИЙĔ

    1-мĕш тема. Андриян Григорьев – тухтăр, сăвăç.

    2-мĕш тема. Валентин Бурайкин – журналист, сăвăç, прозаик, публицист.

    3-мĕш тема. Валентин Ефремов – зоотехник, публицист.

    4-мĕш тема. Елизавета Илюшкина – журналист, публицист, корреспондент, халăх сăмахлăхне пухакан, Пичет отличникĕ.

    5-мĕш тема. Иван Майков – журналист, публицист.

    6-мĕш тема. Иван Павлов – журналист, сăвăç, прозаик.

    7-мĕш тема. Федор Савгачев – журналист, публицист, прозаик, Тутар Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

    8-мĕш тема. Ирина Сафандеева – вĕрентекен, сăвăç, юрăç.

    9-мĕш тема. Геннадий Ендиряков – вĕрентекен, сăвăç.

    10-мĕш тема. Маргарита Литта – журналист-корреспондент, публицист.

    11-мĕш тема. Пĕтĕмлетÿ.



    Пăхса тухнă темăсене тĕпе хурса викторина ирттересси. Вĕренекенсен ĕçĕсем (доклад, пĕлтерÿ) патне тунă презентацисен пахалăхне хакласси.


КАЛЕНДАРЬПЕ ТЕМАТИКА ПЛАНĔ



Тема Ачасен мĕн пĕлмелле Урок тĕсĕ, мелсемпе меслетсем Ĕç мелĕсем Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли мелсем
1. Андриян Григорьев - тухтăр, сăвăç. Андриян Григорьевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне. Хутăш урок, учитель сăмахĕ, конспект çырни, ыйту-хурав Пысăк ушкăнпа, уйрăмшарăн, пурте пĕрле. Викторина
2. Валентин Бурайкин – журналист, сăвăç, прозаик, публицист. Валентин Бурайкинăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне Лекци урокĕ.

Учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, çыхăнуллă каласа пани
Ушкăнпа, мăшăрпа, пĕчченшерĕн
3. Валентин Ефремов – зоотехник, публицист. Валентин Ефремовăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне Лекци урокĕ.

Учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, çыхăнуллă каласа пани
Ушкăнпа, мăшăрпа, пĕчченшерĕн
4. Елизавета Илюшкина - журналист, публицист, корреспондент, халăх сăмахлăхне пухакан, Пичет отличникĕ. Елизавета Илюшкинан пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне Тĕпчев урокĕ. Учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, калаçу, ыйту-хурав, шухăша илемлĕ те уççăн калаттарни Пурте пĕрле ушкăнпа, мăшăррăн
5. Иван Майков – журналист, публицист. Иван Майковăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне Лекци урокĕ.

Учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, çыхăнуллă каласа пани
Ушкăнпа, мăшăрпа, пĕчченшерĕн
6. Иван Павлов – журналист, сăвăç, прозаик. Иван Павловăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне Тĕпчев урокĕ. Учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, калаçу, ыйту-хурав, шухăша илемлĕ те уççăн калаттарни Пурте пĕрле ушкăнпа, мăшăррăн
7. Федор Савгачев – журналист, публицист, прозаик, Тутар Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Федор Савгачевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне Лекци урокĕ.

Учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, çыхăнуллă каласа пани
Ушкăнпа, мăшăрпа, пĕчченшерĕн
8. Ирина Сафандеева – вĕрентекен, сăвăç, юрăç. Ирина Сафандееван пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне Тĕпчев урокĕ. Учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, калаçу, ыйту-хурав, шухăша илемлĕ те уççăн калаттарни Пурте пĕрле ушкăнпа, мăшăррăн
9. Геннадий Ендиряков – вĕрентекен, сăвăç, юрăç. Геннадий Ендиряковăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне Лекци урокĕ.

Учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, çыхăнуллă каласа пани
Ушкăнпа, мăшăрпа, пĕчченшерĕн
10. Маргарита Литта – журналист-корреспондент, публицист Маргарита Литтан пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне Тĕпчев урокĕ. Учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, калаçу, ыйту-хурав, шухăша илемлĕ те уççăн калаттарни Пурте пĕрле ушкăнпа, мăшăррăн
11. Пĕтĕмлетÿ Суйласа илнĕ курс программине Пĕтĕмлетÿ урокĕ, ăмăрту урокĕ Ушкăнпа, пĕчĕк ушкăнпа, уйрăмшарăн, мăшăрпа




Hosted by uCoz